top of page

Муниципальное бюджетное дошкольное образовательное учреждение «Детский сад «Чебурашка» села Яльчики

Яльчикского района Чувашской Республики»

 

 

Конспект мероприятия

 

 

«Мăнкун уяве»

 

 

 

                                                                    Выполнила воспитатель

                                                                              1 квалификационной категории

                                                                             Ольга Николаевна Мудрецова     

 

 

 

 

 

 

Яльчики, 2017

 

 

 

          Зала ял урамĕ евĕр илемлетнĕ. Чăвашла юрă янăрать.  

Чăваш чĕлхи! Ытла та эс илемлĕ!

Чăваш чĕлхи çăл куçĕ пек таса!

Ман чĕрере нихçан та эсĕ вилмĕн,

Эп сан çинчен юрлатăп мухтаса!

Е.п.: Ырă кун пултăр пурнете! Паян эпир çак зала чăваш чĕлхи тата мăнкун уявне палăртма пуçтарăнтăмăр. 1992-мĕш çултан вара ака уйăхĕн 25-мĕшĕ чăваш чĕлхи кунĕ тесе палăртнă. Мĕншĕн çак кун-ха? Мĕншĕн тесен, çак кун чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăваш çырулăхне пуçараканĕ – Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.

Çак эрнере пирĕн садикре чăваш чĕлхи эрни пырать. Ачасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, чăваш юрри-сăввипе, вăййисемпе паллаштаратпăр.

Сăвă калакансем: Баранов Д., Павлова К., Ефимова А., Львов А., Яковлева М.

Е.п.:Паян вара эпир сирĕнпе Мăнкун уявне ирттеретпĕр.

Пÿрт умĕнче сак çинче Якур мучи ларать.

Е.п.: Якур мучи, пире Сĕрен ирттерме пехил пар-ха.

Якур мучи: Ырă ĕç пуçланă эсир, ачасем, тĕрĕс. Халăхăн йăли-йĕркине манмалла мар, ăна тăсса пымалла. Эпĕ сире пехиллесе çĕр парăттăм, анчах çĕр питĕ хаклă, ăна илме сирĕн укçăр çитеймĕ.

Е.п.: Мĕн хак тăрать вара çĕр?

Якур мучи: Çак çĕре илес тесен сирĕн мана сăвă каласа памалла, юрăсем юрламалла, ултă çăмарта тата виçĕ кулачă памалла.

Арçын ачапа хĕрача Якур мучине 6 çăмартапа кулачă параççĕ.

Сăвă калакансем: Чернова Е., Баранов В.

Юрă «Пахчи, пахчи». Пурте пĕрле юрлаççĕ.

Якур мучи: тавах, ачасем. Сĕрен хыççăн чăвашсем аслă Мăнкун уявне пуçланă вара.

Е.п.: Асатте, мĕн-ха вăл Мăнкун?

Якур мучи: Ачасем, мăнукăмсем, ларăр ман ума вырнаçса, эпĕ сире Мăнкун çинчен халап каласа парап.

 

Кĕркунне иртсе кайнă хыççăн хĕлле çитнĕ. Усал Вупăр карчăк хăйĕн тарçисене Хĕвеле пĕтерме хушать.  Усал сывлăшсем Хĕвел çине темиçе те тапăнаççĕ, ăна пĕлĕтрен хăваласа антарса ярасшăн. Хĕвел çĕр çине сахалтарах, сайрарах çутатма тăрăшать. Чăвашсен пăхаттирĕсем пĕрле пуçтарăнаççĕ те хĕвел тухăç енне çул тытаççĕ. Çичĕ кун, çичĕ каç çапăçаççĕ пăхаттирсем Вупăр карчăкăн тарçисемпе. Юлашкинчен çĕнтереççĕ. Вупăр карчăкĕ вара çĕр айне анса кайса пытанса ларать.

Пăхаттирсем вăйсăрланнă Хĕвеле сурпан çине хураççĕ те пĕлете хăпартса яраççĕ. Хĕвел ăшшăн пăхса çутатса ярать, савăннипе ташласа илет. Çав кунтанпа вара Мăнкун кунĕ хĕвел яланах пĕлĕт çине ирхине ташласа тухать. Çакăнтан вара чăвашсем Мăнкун уявне ирттереççĕ.

Якур мучи: Ачасем, пирĕн те хĕвеле кĕтсе илме, ăна пуç тайма вăхăт çитрĕ пуль.

Пĕр ача хĕвел йăтса тухать.

Пурте Хĕвеле пуç тайаççĕ.

Юрă. Ташă. 2-мĕш кĕçĕн ушкăн ачисем.

Е.П.:

Хĕвел ăшшипе

Мăнкун пуçланать!

Вăтам ушкăнри хĕрачасем ташă ташлаççĕ.

Е.п.: Ачасем, айтăр-ха кăштах вăйă выляса илер.

Вăйă «Тутăрла».

Е.п.: Тепĕр вăйă вара «Çăмарта кустар». Кам тухассине шутласа кăларăпăр

Чик-чик, чикĕлти,

Чик-чик, чикĕлти.

Чикĕлтирен пакăлчи,

Янтăк, янтăк йăмăри,

Эс те чипер, эп чипер,

Санран чипер тата пур,

Сик тух, чиперри.

Е.п.: Халĕ вара халап калама вăхăт çитрĕ.

Халап «Чи хакли». Аслă ушкăн ачисем.

Зал варрине асатте купăс каласа тухать.

Хĕрача (Зайцева В.):

Гармонист, гармонист,

Лента çакма юрать-и?

Асатте: Юрать!

Хĕрача:

Эс каланă кĕвĕпе

Пирĕн ташлама юрать-и?

Асатте: Юрать! Ташлăр!

Ташă «Чăваш ташши». Вăтам ушкăн ачисем.

Сăвă калакансем: Ишмуратов Д., Гаврушова Д., Борисова А., Григорьева З.

Е.п.: Юрларăмăр, ташларăмăр, çăмарта пуçтарма кайма вăхăт çитрĕ пуль. Пире кĕтсе ывăнчĕç пуль. Кам пĕрремĕш çурта кĕрет, çавна чи сумлă вырăна, минтер çине лартаççĕ.  Минтер çинче выляса лармалла мар. Лайăх лармасан кил хуçисен

Юрă  «Мăнкун». Пурте пĕрле юрлаççĕ.

Пÿртрен асанне тухать.

Асанне: Сыва-и, ачасем. Хăшĕ кунта пирĕн чи сăпайли? Минтер çине кама лартатпăр? Хĕрачана лартар-ха, кăçал пирĕн пушмак пăрусем ăнса пулччĕр.

Асатте пĕр хĕрачана йăтса минтер çине лартать.

Сăвă калакансем: Еремеева У., Зайцева В., Безручнко Д., Мудрецов А., Кузьмин А., Карсакова К.

Ташă

Асане ачасене çăмарта валеçсе парать.

Юрă «Мăнкун».

bottom of page